Статистика
![]() tver.mk.ru сайтри сӑн Республикӑра Ҫӗнӗ ҫулхи канмалли кунсенче 4 ҫын ҫул-йӗр ҫинчи аварире вилнӗ, 46 ҫын аманнӑ. Аварие лекнисен йышӗнче ачасем те пулнӑ. Кӑҫалхи 10 кунра Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинче 30 авари пулнӑ. Вӗсем – машинӑсем ҫапӑнни, ҫуран ҫӳрекенсем ҫине кӗрсе кайни… Шар курнисен йышӗнче 16 ҫул тултарман 5 ача пулнӑ. 10 кунра ҫуран утакан 6 ҫын ҫине машина пырса кӗнӗ. Канмалли кунсенче ҫул-йӗр инспекторӗсем ӳсӗр водительсене тытнӑ. 9 кунра руль умне ӳсӗрле ларнӑ 121 ҫынна чарнӑ. Ҫав йышран 13 ҫын руль умне иккӗмӗш хут ӳсӗрле ларнӑ. Вӗсене уголовлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |