Пӑтӑрмахсем
![]() "На связи" сайтран илнӗ сӑн Паян ҫӗрле Шупашкарта 19 ҫулти хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл чӳречерен тухса ӳкни пирки Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Талвир урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ ку. Хӗр миҫемӗш хутран ӳкнине пӗлтермен. Вӑл йывӑр суранӗсене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫийӗнчех ҫитнӗ. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |