Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫулланнӑ пӗр хӗрарӑм хваттерне чутах сутса яман. 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хӗрарӑм патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Ӑна вӑл хӗрарӑмӑн банки счечӗпе ултавҫӑсем хуҫалаҫҫӗ тесе каланӑ. Пенсионерка тӳрех ӗненмен-ха. Анчах кӗҫех ун патне «йӗрке хуралҫи» шӑнкӑравланӑ. Вӑл ӑна укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарса хума сӗннӗ. Кун валли хӗрарӑм ятарласа телефон туяннӑ, ун урлӑ 700 пин тенкӗ укҫана куҫарса янӑ. Ултвҫӑсем унпа та ҫырлахман-ха. Хӗрарӑма вӗсем хваттер сутма хистенӗ тата банкран кивҫен илме. Кредит учрежденийӗнче хӗрарӑма укҫа паман, анчах хваттер сутасси пирки вӑл тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Амӑшӗ ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнине пӗлсен ӑна ывӑлӗ тӑна кӗртнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |