Сывлӑх
![]() newseven.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ штамӗ – омикрон – пирӗн пата та ҫитнӗ. Унпа чирленӗ пациента иртнӗ эрне вӗҫӗнче тупса палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пациент омикрон штампа чирленине анализ ҫирӗплетнӗ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, унӑн сывлӑхӗ питех йывӑр мар. Ӑна шурӑ халатлисем сӑнасах тараҫҫӗ. Пациент Шупашкарти пӗр ковид-госпитальте выртать. Аса илтерер: юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре омикрон штамм сарӑлма тытӑннӑ. Вирусологсем вӑл питӗ хӑвӑрт сарӑлнипе уйрӑлса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |