 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Ухсай Яккӑвӗн юбилейне Чӑваш Енри Карач ялӗнче те паллӑ тунӑ. Кун пирки Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра ӗнер хыпарланӑ.
Чӑн та, иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ. «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «унӑн юбилейне поэт ҫут тӗнчене килнӗ Слакпуҫ ялӗнче тата республикӑри тӗрлӗ ял-хуласенче ҫеҫ мар, Чӑваш Енри Куславкка районӗнчи Карач ялӗнче те анлӑн уявланӑ». Кун пирки поэтӑн аслӑ хӗрӗ, Шупашкар хулинче пурӑнакан Ольга Яковлевна, пӗлтернӗ.
Пӗлменнисене пӗлтерер: Карач – Ухсай Яккӑвӗн мӑшӑрӗн, паллӑ чӑваш ҫыравҫин Мария Ухсайӑн, тӑван ялӗ. Ухсай Яккӑвӗ хӑйӗн нумай хайлавне ҫав ялта ҫырнӑ, ҫав шутра «Тутимӗр» трагедипе «Кӗлпук мучи» поэмӑна та.





| Agabazar // 2615.59.5216 2022.01.20 10:04 | |
|  | |
| Базиль Кириллов // 4746.0.6777 2022.01.20 11:26 | |
| "Апла-капла" пирки вăрăм чĕлхесем пуçарттарнă "ĕçе" тахçанах татса парса архива питĕрсе илнĕ, паян туртса кăларса силлесе-шакканин ним усси те çук. | |
| Agabazar // 2615.59.5216 2022.01.20 15:01 | |
|  | Михаил Сениэль  Яков Ухсай пирки «пÿтсĕр çын» тесе хăварнă. 
 Анчах та çакна шута илĕр: хĕрĕсем пур — Елена Яковлевна тата Ольга Яковлевна. Çавсем пирки никам та нихçан та усал е начар каланине илтмен. Пурте вĕсемпе кăмăллă. Елена тата Ольга чăваш ятне ямаççĕ, çĕре кĕнĕ ашшĕ-амăшĕн сăнарне та ялан асра тытаççĕ. Енчен те хайхи сас-хура чăнах чăнлăхпа тÿр килет пулсан, тăхăмсене паян пачах урăхла курнă пулăттăмăр. | 

Ухсай Яккăвĕпе çыхăннă çавнашкал сас-хура пирки эп хамăн шухăша калама шутламастăп. Анчах та пĕр япалана асра тытмалла.
Яков Ухсай — поэт. Ун пирки Карач таврашĕнче хуть те мĕнле сас-хура çÿресен те, вăл аслă поэт пулма пăрахмасть.
Тепĕр тесен, тĕнчере «ылттăн» çынсем çук. Пурин те хăйсен çитменлĕхĕсем пур, малашне те пулĕç.