Культура
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умне чечек хунӑ. Аса илтерер: Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа паян 122 ҫул ҫитнӗ. Савӑнӑҫлӑ митинга пултарулӑх интеллигенцийӗ пухӑннӑ. Хӑйсен ентешне асра тытнине палӑртса канашсем те ҫитнӗ. Митинга Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Яков Сергеев тата Районта Тӗп клуб тытӑмӗн директорӗ Ольга Микушина ертсе пыракан делегаци килсе ҫитнӗ. Митинга пухӑннисем Ҫеҫпӗл Мишшин вилӗмсӗрлӗхне палӑртса сӑмах каланӑ, ҫамрӑк поэт хӑйӗн кӗске ӗмӗрӗнче чӑваш поэзийӗн классики пулса тӑма тивӗҫ сӑвӑсем ҫырса хӑварма пултарнине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |