Персона
![]() Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар ҫумӗнчи Чантӑрти «Салют» культура керменӗнче Чӑваш Республикин Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Владимир Сергеева асра тытса астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Пурӑннӑ пулсан вӑл ҫав кун 80 ҫул тултаратчӗ. Тӗрлӗ ҫулта Владимир Иванович республикӑри икӗ пысӑк культура учрежденине ертсе пынӑ: 1973-1978 ҫулсенче Вырӑс драма театрӗн директорӗ пулнӑ, 1978-1984 ҫулсенче — Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн (халӗ вӑл Оперӑпа балет театрӗ шутланать). 1991 ҫулта каллех Вырӑс драма театрне таврӑннӑ, 1997-2004 ҫулсенче театрӑн илемлӗ ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. Астӑвӑм каҫне Владимир Сергеевӑн мӑшӑрӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Алевтина Зинкина йӗркеленӗ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |