Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Героям – быть!» (чӑв. Паттӑрсем пулмалла!) пӗтӗм ҫӗршыври проекта Чӑваш Енри ҫын та хутшӑнать. Асӑннӑ проект социаллӑ яваплӑ ҫынсемпе паллаштарать. Проект йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршыври ҫӗршер пин ҫын машина тӑвас, металлурги, энергетика, нефтехими, йывӑр промышленноҫӑн ытти отраслӗнче тӑрӑшать. Кӑткӑс та яваплӑ ӗҫре вӑй хуракан ҫав ҫынсем йывӑр смена тата ӗҫ кунӗ хыҫҫӑн нимеҫӗ пулса тӗрлӗ енӗпе тимлеҫҫӗ. Ҫав йышра Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗн директорӗ Альберт Сергеев та вӑл. Проекта вӑл «Оберегая планету» (чӑв. Планетӑна сыхласа) номинацире хутшӑнать. Альберт Николаевич тӑван тӑрӑхӗшӗн, Элӗк районӗнчи Анаткас Татмӑш ялӗшӗн, тӑрӑшать. Вӑл унти чылай вырӑна хӑтлӑх кӗртнӗ. Черетре — Атӑк ҫӑлӗ. Ялти хастарсемпе энтузиаст ӗҫе пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Альберта Сергеевшӑн ҫак каҫӑпа https://clck.ru/aruR5 сасӑламалла. Ҫак ӗҫе нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗччен туса ӗлкӗрмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |