Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Петр Леонтьев Чӑваш Республикинче ҫуралнӑ, анчах пурнӑҫӗн пысӑк пайне Калмӑк Республикинче пурӑнать. Вӑл ҫак кунсенче 101 ҫулхине паллӑ тунӑ.
Ҫуралнӑ кунпа саламлама ӑна Чӑваш Енри хӑнасем те пе килнӗ, наци костюмне тата чӑваш галстукне парнеленӗ. Ҫавӑн пекех хӑнасем Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн председателӗн Сергей Артамоновӑн Тав ҫырӑвне илсе килнӗ.
Петр Леонтьевич ҫамрӑк чухне хӳтӗлев сооруженийӗсенче ӗҫленӗ, 1943 ҫулта вӑрҫа кайнӑ. Вӑл Беларуҫе, Литвана ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Германие ҫитнӗ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна II степень Тӑван ҫӗршыв орденӗпе тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Калмӑк Республикин строительствине 40 ҫул хутшӑннӑ.
