Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Изосим Башкирова халалланӑ бокс ӑмӑртӑвӗ иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 14.03.2022 15:34 | 3271 хут пӑхнӑ
Спорт

Пуҫ хунӑ Изосим Башкиров СОБР лейтенантне асӑнса Чӑваш Енре бокс енӗпе йӑлана кӗнӗ VIII ача-пӑчапа ҫамрӑксен турнирӗ иртнӗ. Турнир спецназ ҫар чаҫӗнче хӗсметре тӑнӑ ҫар ҫыннин тӑван тӑрӑхӗнче — Элӗк районӗнчи «Хӗлхем» спорт комплексӗн залӗнче иртнӗ.

Турнирта хисеплӗ хӑнисем шутӗнче Раҫҫей Геройӗ Евгений Борисов, СОБР командирӗ пулнӑ милици полковникӗ Юрий Григорьев, Чӑваш Республикин Росгварди тытӑмӗн «Искра» СОБР тата «Сувар» ОМОН боецӗсемпе ветеранӗсем, Чӑваш Республикин ШӖМӗн «Гром» отрячӗн боецӗсем, Изосим Башкировпа пӗрле хӗсметре тӑнисем, унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе тусӗсем пулнӑ.

Пуҫ хунӑ спецназ ҫӑр ҫыннин паттӑрлӑхӗ ҫинчен турнир хӑнисене канӑва тухнӑ милици полковникӗ Юрий Григорьев каласа панӑ: «Ушкӑн перкелешӳ тӑрӑмне лексен, Изосим боевиксен темиҫе перкелешӳ вырӑнне пулеметпа персе ҫӗмӗрнӗ, хӑйне вара снайпер амантнӑ. Анчах аманнӑ пулин те хӑйӗн ҫине тимлӗх уйӑрас тесе, ытти аманнисене перкелешӳ уйӗнчен кӑларма май тӑвас тесе боевиксене пеме чарӑнман». Ятарлӑ ҫар чаҫӗн боецне асра тытса пӗр минут шӑп тӑнӑ.

Ӑмӑртусене Чӑваш Енри хуласемпе районсенчен 40-е яхӑн ҫамрӑк спортсмен хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене кубоксемпе, медальсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысланӑ.

Пӗлме:

1996 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Изосим Башкиров милици лейтенанчӗ, Чӑваш СОБРӗн пӗрлештернӗ отрячӗн йышне кӗрекенскер, засадӑна лекнӗ Липецкпа Чулхулари хӗсметҫӗсене пулӑшас тесе Грозный хулин «Минутка» лапамне тухса кайнӑ.

Вӑрттӑн тапӑннипе инкеке лекнӗ юлташӗсене чакма пулӑшас тесе офицер пулеметран персе хӳтӗленӗ, вырӑна ылмаштарнӑ чухне ӑна снайпер амантнӑ. Хӗсметри юлташӗсем аманнӑ спецназовеца перкелешӳ вырӑнӗнчен йӑтса тухнӑ, госпитале илсе ҫитернӗ, анчах ун пурнӑҫне ҫавах ҫӑлма май килмен.

Служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн Изосим Башкиров милици лейтенантне Паттӑрлӑх орденӗпе (вилнӗ хыҫҫӑн) чысланӑ.

#Чечня вӑрҫи, #вӑрҫӑсем, #спорт, #бокс, #ӑмӑртусем, #Элӗк районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2022.03.14 15:47
Аçтахар Плотников
Ку вырӑсла ҫырнӑ хыпара хамӑр корпус валли чӑвашла куҫарни.
Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.14 18:54
Agabazar
ОМОН «Сувар» текенни те пур иккен.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем