Экономика
![]() Чӑваш Ен Шри-Ланкӑпа килӗштерсе ӗҫлеме пуҫласшӑн. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Олег Николаев Шри-Ланкӑн Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчипе Джанита Лиянагепе тӗлпулнӑ. Енсем суту-илӳ енӗпе пӗр чӗлхе тупасшӑн. Пирӗн тӑрӑхран утрав ҫине оборудовани, техника, «симӗс» энергетика валли продукци ӑсатасшӑн. Пирӗн тӑрӑхра Шри-Ланкӑри медицина ӳсӗмӗпе усӑ курма хирӗҫ мар. «Шри-Ланкӑра куҫ, куҫн хытӑ витӗмӗн донорӗн институчӗ ӗҫлет. Эпир нумай ҫӗршывпа ӗҫлетпӗр. Килӗштерсе ӗҫленин тепӗр енӗ — Раҫҫейӗн регионӗсенче сывлӑх центрӗсем уҫасси», — тенӗ Джанита Лиянаге. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |