Хулара
![]() salsknews.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫур ҫӗрте Шупашкарта пӗччен пурӑнакан хӗрарӑм васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ. Вӑл диспетчерпа калаҫнӑ хушӑрах тӑнне ҫухатма пуҫланӑ. Фельдшерсем 6 минутран ҫитнӗ. Анчах хӗрарӑм патне тӳрех кӗреймен, домофон пулман. Вӗсем кӗриччен пациентӑн чӗри чарӑнса ларнӑ, унӑн клиника вилӗмӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах хыҫран реанимаци бригади ҫитнӗ. Фельдшерсем чӗрине массаж тунӑ, искусствӗннӑй майпа сывлаттарнӑ. Юрать, тухтӑрсем ӑна тӑна кӗртме пултарнӑ. Халӗ хӗрарӑм пульницӑра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |