Ял хуҫалӑхӗ
![]() Россельхозцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри виҫе районта тыр-пула сиенлетекен уй пӑрҫисене асӑрханӑ. Вӑл – 1,5-2 миллиметр тӑршшӗ нӑрӑ. Вӗсем ҫуркунне уйра тухаҫҫӗ, 17-20 градус ӑшӑтсан уйрӑмах вӑйлӑ ӗрчеҫҫӗ. Ҫак хурт-кӑпшанкӑ ҫурхи тыр-пула сӑтӑр кӳрет. Сиенленнӗ ӳсен-тӑран ҫитӗнме, сарӑхма пуҫлать, унтан типсе хӑрать. Уй пӑрҫи ытларах Елчӗк, Патӑрьел, Пӑрачкав районӗсенче нумайрах пулнине палӑртнӑ. 1 тӑваткал метр ҫӗр ҫинче 30-40 нӑрӑ пулни питӗ сиен кӳрет, ҫавӑнпа им-ҫам сапма тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |