Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Надежда Осипован Фейсбукри страницинчен илнӗ скриншот Агропромышленность комплексӗн ветеранӗсене хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Александр Краснов савӑнтарнӑ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче пресс-службӑра тӑрӑшакан Надежда Осипова Фейсбукра пӗлтернӗ. Фермер ҫӗр ӗҫӗпе аппаланнипе пӗрлех аслӑ шкулта экономика факультетӗнче вӗренет. Вӑл — «Агровыбор» нимеҫӗсен альянсӗн пайташӗ. Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫамрӑк фермер тата асӑннӑ альянсӑн ертӳҫи Надежда Сергеева 20 ветерана пӗрер михӗ ҫӗрулми валеҫсе панӑ. Ҫӗрулмине Патӑрьел районӗнче туса илнӗ. «Александр Краснова пулӑшнӑшӑн питӗ пысӑк тав», – тенӗ, сӑмахран, Аркадий Багаутдинов. «Ҫӗрулми питӗ тутлӑ», — савӑнса тав тунӑ Клара Груздеван хӗрӗ Галина Ширыпкина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |