Персона
![]() «Ҫыхӑнура» тата cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж Иртнӗ уйӑхра Елчӗк районӗнчи сумлӑ ҫынсем хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. «Елчӗк районӗн хисеплӗ ҫынни» ята ҫав тӑрӑхри икӗ ҫынна пама йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗри ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫра тӑрӑшать, тепри – культурӑра. Сӑмах Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн президенчӗ Юрий Попов тата Елчӗк районӗнчи Патирекри культура ҫуртӗнчи халӑх хорӗн хормейстерӗ Геннадий Борисов пирки пырать. Юрий Алексеевич Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. Ентешӗсем ӑна тӑван тӑрӑхӗн социаллӑ-экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн чыслас тенӗ. Геннадий Арсентьевич культурӑра чылай ҫул тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |