Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: «Nordwind» авиакомпани самолёчӗсем хӗлле те Шупашкартан Сочие вӗҫӗҫ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Таисия Ташней 01.08.2022 07:39 | 432 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр
trn-news.ru сӑнӳкерчӗкӗ
trn-news.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫул ҫӳреме юратакансем юлашки вӑхӑтра хамӑр ҫӗршыври илемлӗ вырӑнсемпе киленме кӑмӑллаҫҫӗ. Хӑш-пӗр региона хӗлле кайма уйрӑмах лайӑх, тепӗр ҫӗре — ҫулла, виҫҫӗмӗшӗсем ҫутҫанталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те туристсене илӗртеҫҫӗ. Краснодар тӑрӑхӗ пирки те ҫавнах каламалла. Ҫулла унта шыв кӗме тата хӗвелпе хӗртӗнме аван, хӗлле — курса ҫӳренисӗр пуҫне туллӑ курортсенче йӗлтӗрпе ярӑнма.

«Nordwind» авиакомпани хӗлле те самолётсене Шупашкартан Сочие вӗҫтерме палӑртса хунӑ. Рейссене вӑл юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӗ, самолётсене унта раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ҫӳретӗ. Самолётсем ытларикунпа эрнекун ҫула тухӗҫ. Шупашкартан вӗсем 18 сехет те 40 минутра хускалӗҫ. Чи йӳнӗ билет хакӗ — 1,5 пин тенкӗрен пуҫласа.

#ҫул-йӗр, #кану, #самолётсем, #Сочи, #Шупашкар, #туризм

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/air_cheb/30
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

13 пляж пулӗ
2022, 04, 25
Симферополе Шупашкартан самолёт вӗҫмӗ
2022, 05, 17
Сочие самолет вӗҫме тытӑнӗ
2022, 05, 23
Самолётсем Шупашкартан Сургута вӗҫӗҫ
2022, 07, 14
«Валдайпа» ҫӳрекенсем йышлӑ
2022, 07, 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org