Республикӑра
![]() uniticket.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкартан Сочи хулине самолет вӗҫме тытӑнӗ. "Победа" авиакомпани сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр енне вӗҫмешкӗн 5199 тенкӗ кирлӗ. Ку багажа шутламасан. Самолет Шупашкартан 19 сехет те 15 минутра ҫула тухӗ. Тепӗр 3 сехет те 25 минутран Сочире пулӗ. Рейссем тунтикунсерен, юнкунсерен, эрнекунсерен тата вырсарникунсерен пулӗҫ. Самолет Сочие юпа уйӑхӗн вӗҫӗччен вӗҫӗ. Аса илтерер: тӗнчери лару-тӑрӑва пула кӑнтӑрти хӑш-пӗр хулана самолетсене вӑхӑтлӑха вӗҫме чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |