Персона
![]() gap.archives21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кун хыҫҫӑн кун сисмесӗр иртет те пурнӑҫи хӑш-пӗр саманта асӑрхамасӑр та ирттерсе яратпӑр пулӗ. Хӑшӗсем пирки кая юлса пулин те чарӑнса тӑрасах килет. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Иван Васильев (01.08.1882-16.02.1974) юрӑҫ, педагог, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитрӗ. Иван Васильевич — чӑвашсен профессилле пӗрремӗш юрӑҫӗ. Хальхи Тутар Республикинчи Чӑваш Чураппан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче, Хусанти учительсен семинарийӗнче, Пермьри музыкӑпа педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Вӑл баритон сасӑпа юрланӑ. Чӑваш патшалӑх театрӗн управляющийӗ, Радиокомитетра юрӑҫ пулсак ӗҫленӗ, Ашхабадри тата Шупашкарти музыка училищисенче вӗрентнӗ. 1957-1974 ҫулсенче Питӗр хулинче пурӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |