Республикӑра
![]() Яндекс.дзен сайтри сӑн Красноармейски районӗнче пурӑнакан кинемей тахҫан вилнӗ ывӑлӗшӗн компенсаци илес тенӗ. Анчах ултавҫӑсен серепине лекнине кайран тин ӑнланнӑ. Юпа уйӑхӗнче ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ пурӑннӑ чухне ултавҫӑсен аллине лекнӗ, халӗ лешсене тытса чарнӑ. Куншӑн амӑшне 200 пин тенкӗ компенсаци параҫҫӗ-мӗн. Анчах 7,5 процентне ҫар ҫыннисене пулӑшмашкӑн куҫарса памалла имӗш. Хӗрарӑм 15 пин тенкӗ куҫарса парсанах палламан ҫын телефонне тытма пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |