Культура
![]() vk.com/club73439225 ушкӑнран илнӗ сӑнӳкерчӗк Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс-фестиваль иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Хирте те пултаруллӑ хӗрсен ӑмӑртӑвне Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Конкурса чӑвашла калаҫакан 16-24 ҫулсенчи хӗрсем хутшӑнӗҫ. Сӑмах май каласан, ун пек конкурссем халӗ районсенче иртеҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, авӑ, Сӗнтӗрвӑрринче ӑмӑртнӑ. Унта Шуршӑл тӑрӑхӗнчи Татьяна Волкова ҫӗнтернӗ. Сӗнтӗрвӑррисен конкурсӗнче ӳкерсе илнӗ сӑнӳкерчӗк айне Надежда Иванова ҫапла ҫырса хунӑ: «Чӑваш пики конкурса йӗркелесе тӑракансене!!! Хӗрсем нихӑҫан та пуҫа масмак сырман. Масмак вӑл — сурпанпа пӗрле сырмалла капӑрлӑх! Чӑваш пики нихӑҫан та ҫӳҫ-пуҫа сапаласа ҫӳремен! Тархасшӑн тирпейлӗрех йӗркелӗр-ха??? Пӗтӗм тӗнче куракан сӑнӳкерчӗк — ҫакӑн пек тӑхӑнма юрать тесе шухӑшлать!!!!!» «Питӗ тӗрӗс сӑмахсем!» — килӗшнӗ унпа Лидия Никифорова та. Масмаклӑ хӗрсене Константин Малышев хӳтӗлеме пӑхнӑ-ха. Вӑл ун пирки «чи пӗчӗк ҫылӑх» тесе каланӑ. Анчах Малышевпа килӗшекен тупӑнман. Антонина Андреева та: «Масмак ҫыхсан хӗрсен конкурсне мар, хӗрарӑмсен конкурсне каймалла, ҫавна пӗлтерекен япала вӑл масмак», — тесе хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |