Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Ҫитес ҫултан пур район та муниципалитет округӗ пулӗ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Софья Савнеш 15.12.2022 18:15 | 1287 хут пӑхнӑ
Политика

2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енри пӗтӗм район муниципалитет округӗ пулӗ. Ҫапла йышӑннӑ ЧР Министрсен Кабинечӗн кӑҫалхи юлашки ларӑвӗнче.

Хальччен республикӑра 5 хула округӗ тата 21 муниципалитет районӗ пулнӑ. Ҫак статуса чи малтан йышӑннисем – Красноармейски тата Ҫӗмӗрле районӗсем. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен ытти 19 район муниципалитет округӗ пулӗ.

Мӗн улшӑнӗ? Ял тӑрӑхӗсенче депутат корпусӗ пулмасть, муниципалитет округӗн шайӗнчисем кӑна юлаҫҫӗ.

Тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кун пек улшӑнӑвӑн лайӑх енӗ кӑна: укҫа-тенкӗ пӗр алӑра пулӗ, ыйтусем хӑвӑртрах татӑлӗҫ. Ҫапла майпа халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхӗ те лайӑхланӗ.

#Ҫӗмӗрле районӗ, #Красноармейски районӗ, #политика, #депутатсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3791.44.6156
2022.12.17 15:55
Agabazar
Вара мĕн тейĕпĕр çавна? Кунта кăтартнă пек, муниципалитет округĕ тесех-и е урăхла?
КуКша // 5285.1.4467
2022.12.17 16:27


Вара ялсене лайӑх пулать-и? Хрудщёв туса пӑхрӗ. ун
пеккинне. Чӑтӑпӑр..

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем