Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Николай Теветкел чӑваш халӑх поэчӗ ята тивӗҫнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 27.01.2023 17:57 | 818 хут пӑхнӑ
Культура
www.culture.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.culture.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Николай Петровский (Теветкел) «Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ паян, кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Николай Александрович – поэт, прозаик, драматург, критик, публицист, куҫаруҫӑ. 1976 ҫултанпа СССР писателӗсен союзӗн членӗ. Вӑл 1937 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкулта, Сӗнтӗрвӑрринчи профессипе техника шкулӗнче, Шупашкарти ӳнер училищинче пӗлӳ илнӗ. Мускавра А.М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗ ҫумӗнчи аслӑ курсӗсене пӗтернӗ.

Иртнӗ ӗмӗрти 60-мӗш ҫулӗсенче ҫырма пуҫланӑ. Европа поэзийӗн классикӗсен произведенийӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл У. Шекспирӑн пӗтӗм 154 сонетне чӑваш вулаканӗсем патне ҫитернӗ.

#Сӗнтӗрвӑрри, #Савкка, #Йӗпреҫ районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 2301.74.9593
2023.01.28 09:54
Теветкелĕн пароди те пур:
"Сы-а хурас килет тĕнче çине" Туркай.
Теветкел пародине тĕппипех ас тумастăп, вĕçĕ ун çаплаччĕ: "Мĕнех-ши вăл çерçи каккийĕ?"
Agabazar // 1775.82.7709
2023.01.28 14:10
Agabazar
Туркай тени чăваш чĕлхинчи «тăри» сăмахпа когнатлă (тăванлă эппин).

Çапла вара Валери Туркай чăннипе çерçи мар, тăри пулать пуль.

Тахçан Анатолий Смолин çавна «Турă — кай!» тенĕ пек ăнлантарма пăхнăччĕ.

Хальхинче Базиль каллех хăйĕн «этимологийĕпе» пăхлă шăтăка кĕрсе ларчĕ пулмалла.
Мĕтри Ванччă // 1668.58.8558
2023.01.28 15:08
Теветкел чăн-чăн чарусăр кăра поэт, çак ята тахçанах памаллаччĕ ăна.
Шел те, хăш-пĕр поэт, çак ята чăннипех те тивĕç пулнă çĕртенех, унашкал официаллă хисепе курмасăрах юлашки 2-3 çулта çĕре кĕчĕ (Яккусен, Мартьянова, Энтип, тен, тата хăшĕ-пĕри).
Халь ĕнтĕ хушшăмăрти ытти "халăх поэчĕсен" мухтанмалăх пур -- эпир Текеткелпе пĕр шайра çыраятпăр тесе.
Agabazar // 1775.82.7709
2023.01.28 18:26
Agabazar
Теветкелпе пӗр ушкӑнра пулни аван ӗнтӗ.... Кӑра тенӗрен, аплах мар пуль. Курнӑччӗ пӗрре, Геннадий Юмарт патне пычӗ, алӑ тытрӗ, ним шарламасӑрах айккинелле пӑрӑнса утрӗ. Ҫав тери йӑвашшӑн, шӑппӑн тата пӗкӗрӗлсе.... Каккуй унта чарусӑрланма!
Леонтьев Алексей Петрович // 3000.76.3861
2023.01.30 10:18
Шекспир сонечĕсем ПУРТЕ "Хыпарта" тухнине аса илтерем. "ЛИК" тат "КИЛ" журналсенче те Теветкел кашни номерте тенĕ пекех пичетленнĕ. САЛАМЛАТĂП
Agabazar // 3352.08.1285
2023.01.30 16:52
Agabazar
Шекспир сонечĕсене акăлчанларанах куçарман пуль ĕнтĕ.

Анчах та куçару теорийĕ унашкал куçарăва та хирĕç мар. Куçарусемпе паллаштранă чухне куçарăвăн меслетне çеç ним суймасăр кăтартмалла. Вара пурте йĕркеллĕ пулать.
Вулакан // 2159.45.4825
2023.01.30 18:09
Тургай Теветкел пирки ырӑ сӑмах каланине астумастӑп.Халӗ вара...Хӑй председатель пулнӑ чух Теветкеле ҫак тивӗҫлӗ ята парасшӑн пулман.Кӗвӗҫетчӗ пулас.
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.01.31 11:52
Тӗлӗнетӗп эп, "базиль", "вулакан", сиртен!
Ма чунтан-вартан кураймастӑр эсир мана?!
Мӗн япӑххи тунӑ эп сире?! Арӑмӑрсене туртса илнӗ-и
эп сиртен? Юлашки укҫӑра вӑрланӑ-и эп сирӗнне?!
...Ӑҫтан ҫакӑн чухлӗ курайманлӑх?! Ӑҫтан?!
Аноним пулнипе усӑ курса темле усал ӗҫ тума та
юрать тетӗр пуль те -йӑнӑшатӑр!..Питӗ йӑнӑшатӑр!..
Валери ТУРКАЙ
Леонтьев Алексей Петрович // 3000.76.3861
2023.02.01 09:41
Сонетсене, паллах, вырăсларан куçарнă. Ас тăватăп: сонетсен кашни ярăмĕ валли Теветкел хăйĕн ÿкерчĕкне сĕнетчĕ. Издательствăна уйрăм кĕнеке кăрма сĕнсе пăхрăмăр. Ĕç тухмарĕ.
Agabazar // 3422.28.0861
2023.02.02 09:21
Agabazar
Сонетсене е урăх япаласене вырăс чĕлхи урлă куçарма пулать. Анчах куçарусене айккинчен пăхса хакламашкăн вара оригинал чĕлхине пĕлекен çын кирлĕ.

Çав вăхăтрах, оригиналĕ еплерех иккенне чухлама, умтекста хăрах куçпа та пулин пăхса илни, чĕлхине пĕлсех каймасан та, куçаруçăна хăйне те пăсмасть.

Шекспир сонечĕсене унччен Влас Паймен куçаркаласа пăхкаланă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем