Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.2 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Таврапӗлӳҫӗсем канашланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов-Чунтупай 27.03.2023 14:19 | 931 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Шупашкарта Наци вулавӑшӗн пысӑк акт залӗнче Таврапӗӳҫӗсен кунне уявласа тата Иван Яковлев чӑваш халӑхне ҫутта аларакан Вӗрентӳҫӗ, Атӑл ҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен культурине аталанма пулӑшакан Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа таврапӗлӳҫӗсен регионсем хушшинчи форум (съезд) иртрӗ. Съездра калаҫу кулленхи тата малашлӑхри таврапӗлӳлӗх ӗҫ-хӗлӗпе тӗллевӗсем тавра пычӗ. Съезд делегачӗсене саламласа Республикӑри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сорокин С.Л., ЧНК вице-президенчӗ Тяпкин В.Г., Наци вулавӑшӗн директорӗ Лизакова Р.М., Наци вулавӑшӗн пай пуҫлӑхӗ Соловьева Г.П., Чӑваш наци академийӗн президенчӗ Ерагин Е.Е., Чӗмпӗр облаҫӗнчи таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Казаков Н.А. тухса калаҫрӗҫ. Тӗп доклада – "Иван Яковлевич Яковлев – чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан" темӑпа – Иван Яковлев ячӗллӗ педагогика университечӗн профессорӗ, истори наукисен тухтӑрӗ Л.А. Ефимов вуларӗ. Доклада сӳтсе явакансем Аслӑ Вӗренткенӗмӗр ӗҫӗ ӗмӗрсем хушшинче те сӳнменнине, наци юхӑмӗн ҫӗкленӗвне хавхалантарса тӑнине палӑртрӗҫ. Съезд ӗҫне пирӗн округри таврапӗлӳҫӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ: округри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи, тӗп вулавӑш ӗҫченӗ Гурьева С.Г. тата Чӑваш Республикин Красноармейски район энциклопедийӗн тӗп редакторӗ, Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Михайлов В.М. Кунсӑр пуҫне Михайлов В.М. Чӑваш патшалӑх телекомпанине Трак енре ял туризмӗ епле аталанни ҫинчен интервью та панӑ.

#таврапӗлӳ, #наци вулавӑшӗ, #пухусем, #культура, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/mixaj_58
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем