Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ача-пӑча уйлӑхӗсен XI Спартакиади иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 29.07.2013 11:56 | 1550 хут пӑхнӑ

Республикӑри ача-пӑча уйлӑхӗсенче шӑпӑрлансем канаҫҫӗ кӑна мар, сывлӑхлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑмалли ӗҫ-пулӑмсене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Ак, иртнинче те ӑмӑртӑва хутшӑнса вӗсем спортпа туслӑ пулнине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.

Утӑн 26-мӗшӗнче Шупашкарти «Олимпийский» тӗп стадионта ача-пӑча сывлӑха ҫирӗплетекен уйлӑхсен спартакиади иртнӗ. Унта республикӑра ӗҫлекен 19 уйлӑхран 12 сывлӑха ҫирӗплетекен учреждени хутшӑннӑ. Спартакиада программине 5 спорт тӗсӗ кӗнӗ: хӗрачасем тата арҫын ачасем хушшинчи уйрӑмшар ҫӑмӑл атлетикӑпа эстфета, мини-футбол, урам баскетболӗ, шашкӑлла вылясси тата вӗрен туртасси.

Хӗрачасен ушкӑнӗсем хушшинче чи лайӑх кӑтартусене «Шурӑ чулсем» (выр. «Белые камни») тунӑ, арҫын ачасем хушшинче вара «Утёс» уйлӑхӑн яшӗсем ҫӗнтернӗ.

Мини-футболта чи вӑйлисем «Ҫӑлтӑрлӑ» (выр. «Звездный») уйлӑхӑн ушкӑнӗ пулса тӑнӑ, иккемӗшсем — «Шурӑ чулсем» уйлӑхӑн арҫын ачисем, виҫҫӗмӗш вырӑна вара «Космонавт» уйлӑхӑн ушкӑнӗ тухнӑ.

Урамри баскетбол спорт вӑййипе «Шурӑ чулсем» уйлӑхӗн хӗрачисем ҫӗнтернӗ, «Сывлӑм» (выр. «Росинка») уйлӑх ушкӑнӗ иккемӗш вырӑна тухнӑ, виҫҫӗмӗшсем вара «Космонавт» уйлӑх пулнӑ.

Шашкӑлла выляссипе «Ҫӑлтӑр» (выр. «Звездочка») уйлӑхӗ чи маттури пулнӑ, иккемӗш вырӑна «Шурӑ чулсем» уйлӑх ушкӑнӗ тухнӑ, виҫҫӗмӗшсем вара — «Космонавт» уйлӑхӑн шӑпӑрланӗсем пулнӑ.

Вӗрен туртассипе чи вӑйлисем «Шурӑ чулсем» уйлӑхӗн ушкӑнӗ пулса тӑнӑ, вӗсенчен кая мар «Ҫӑлтӑрлӑ» уйлӑх ушкӑнӗ пынӑ, виҫҫӗмӗш вырӑна вара «Космонавт» уйлӑхӑн ачи-пӑчисем тивӗҫнӗ.

Ушкӑнӑн пӗтӗмӗшлӗ кӑтартӑвсем тӑрӑх «Шурӑ чулсем» уйлӑх тивӗҫлипех ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ, иккӗмӗш вырӑнта «Космонавт» уйлӑхӑн туслӑ ушкӑнӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна вара «Ҫӑлтӑрлӑ» уйлӑх тухнӑ.

#баскетбол, #Олимпийский, #Шупашкар, #мини-футбол, #спорт, #уйлӑхсем, #эстафетӑсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем