 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, чӑваш халӑх художникӗ Владимир Агеев пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Художник 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Капкӑн» сатира журналӗнче ӗҫленӗ.
Владимир Агеев — СССР Хкдожниксен союзӗн членӗ (1970). Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ (1977), Чӑваш АССР халӑх художникӗ (1986), К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗ лауреачӗ (1981). Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑланӑ.



| Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615 2024.01.05 11:21 | |

Тин кăна эпир, Ольга Туркайпа иксĕмĕр, Владимир Ивановичпа ĕмĕрлĕхе сывпаллашса килтĕмĕр. Унта эпĕ те аслă художникăмăр пирки ăшă сăмахсем каларăм...
Чуну Çÿлти Патшалăхра пултăр, Тĕнче Ÿнерĕн Вилĕмсĕр Улăпĕ!
Валери ТУРКАЙ.