Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Станислав Кошкин художникпа кӗнеке-альбом паллаштарать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 19.05.2023 18:47 | 2447 хут пӑхнӑ
Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ленинградри, Мускаври, Минскри, Сыктывкарти, Новгородри, Шупашкарти театрсенче спектакльсене илемлетнӗ Станислав Кошкин ҫинчен кӗнеке-альбом пичетленсе тухнӑ.

Пултарулӑх ӑсти 1948 ҫулхи сентябрӗн 25-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Вӑрман Кипек ялӗнче ҫуралнӑ. Шкул хыҫҫӑн Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, унтан Чӑваш патшалӑх музыка театрӗнче 1 ҫул ӗҫленӗ. Малалла вӗренес туртӑмӗ вӑйлӑран Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнчи театр художникӗсен уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. 1975 ҫулта дипломлӑ ҫамрӑк художника Ленинградри Ленсовет ячӗллӗ театра ӗҫе илнӗ.

Чӑваш кӗнеке издательстинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫппах та ытларах вӑл Ленинградпа Шупашкарти театрсенче ӗҫленӗ. Тӑван республикӑра вӑл вун ҫичӗ спектакль лартма хутшӑннӑ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, сӑмахран, «Телейпе Илем» (И. Петрова), «Тутимӗр» (Я. Ухсай), «Сан ятупа» (П. Афанасьев), «Айтар» (П. Осипов), «Вӑрланӑ хӗр» (Е. Никитин), «Тӗттӗм каҫ» («Ночная повесть». К. Хоинский), «Хӗвелсӗр» («На дне». М. Горький), «Ҫын куҫҫулӗ ҫӗре ӳкмест» («Власть тьмы». Л. Толстой) тата ытти спектакльсене кӑларма хутшӑннӑ.

Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче «Театр — мой мир. Театр — манӑн тӗнче. Художник Станислав Кошкин» ятлӑ кӗнеке-альбом пичетлесе кӑларнӑ.

#кӗнекесем, #художниксем, #художниксем, #Вӑрнар районӗ, #Вӑрман Кипек

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем