Ӗнер РФ Следстви комитечӗн республикӑри Управленийӗнче пресс-конференци иртрӗ. Унта ведомствӑн ҫур ҫулхи ӗҫӗ-хӗлне пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫавӑн йышши мероприятисенчи евӗрех нумай цифра асӑнчӗҫ. Вӗсемпе Управлени ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев паллаштарчӗ.
Ҫапах та пресс-конференцин самай пайӗ нумаях пулмасть пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗн тӗп фигуранчӗ — Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Моисеев — тавра пычӗ. Сӑмах май, ҫӗр сутма ирттерекен аукционта Моисеев пӗр усламҫӑна ҫӗнтерме пулӑшма шантарнӑ имӗш. Ҫакӑншӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ 4 миллион тенкӗ ыйтнӑ пулать. Сӗтевӗн ҫуррине — 2 миллионне — панӑ чух ҫакланнӑ иккен. Ҫӗре Моисеев ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ категорирен каярах строительство валли куҫарма шантарнӑ-мӗн.
Журналистсенчен хӑшӗ ку ӗҫре политика сӗмӗ, апла тӑк ура хурас тени ҫук-и тесе кӑсӑкланчӗ. Следстви управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпчекен пайӗн ертӳҫи Радислав Родионов ун пек факта хирӗҫлерӗ. Юри такӑнтарас тенине вӗсем тӳрех сисессине пӗлтерчӗ.
Тӗпчевҫӗсене ӗҫлеме кансӗрлемеҫҫӗ-и тесе кӑсӑкланакан та пулчӗ. Радислав Родионов ун пекки ҫуккине пӗлтерчӗ. Пулсан та следстви малалла пырасси пирки татса каларӗ.
Пресс-конференцире прокурорсемпе судьясен династийӗсем пирки те сӑмах хускалчӗ. «Ыр япалах-и вӑл? Эсир мӗнле шухӑшлатӑр?» — кӑсӑкланчӗ журналистсенчен пӗри. Тӗпчевҫӗсене ку ыйту хытах тӗлӗнтерчӗ темелле. «Ытти професси ҫыннисен хушшинче династисем пур-ҫке, йӗрке хуралҫисен хушшинчи начар-им?» — шухӑша палӑртрӗҫ вӗсем. «Чаплӑ футболист пулма эпӗ тем пекех ӗмӗтленнӗ, анчах май килмерӗ», — терӗ Радислав Родионов. Футболла вара паян та вылять иккен. Анчах Управленипе ЧР Шалти ӗҫсен министерстви ирттернӗ матчра тӗпчевҫӗсем выляса янӑ. Халӗ Управлени тепрехинче ҫӗнме хатӗрленет иккен. Спорт теми ҫине куҫнӑ май, «Ҫӑлтӑрпа ирттернӗ зарядкӑна хутшӑнмарӑр-и?» — тесе ыйтакан та тупӑнчӗ. Ҫав кун тӗпчевҫӗсем Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе тӗпчев ӗҫӗсене ирттернине пӗлтерчӗҫ.