Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян ҫур ҫӗр иртни 3 сехет ҫурӑра Шупашкарти Матэ Залка урамӗнчи 14-мӗш ҫуртри 2-мӗш корпусри хваттер ҫуннӑ. Вӑл – 1-мӗш хутра. Шел те, пушарта ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Арҫын 66 ҫулта пулнӑ.
Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен ҫӳлти хутри кӳршисене урама тухма пулӑшнӑ. Вӗсем патне вентиляци шахтинчен тӗтӗм ҫитнӗ. Вӗсемех хваттерте кил хуҫи пулнине пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем ҫунакан хваттере кӗрес тесе алӑка ҫӗмӗрнӗ. Хваттер хуҫине кравать ҫинче тупнӑ. Вӑл асӑрханмасӑр пирус туртма пултарнӑ.
Валери ТУРКАЙ // 3081.9.2560
2024.11.08 13:42 | |

Атьăр-ха малашне "ПУШАРНĂЙСЕМ" тесе çырас вырăнне
"ПУШАРПА КĔРЕШЕКЕНСЕМ" тесе çырар!
Вăрăмрах, анчах та ЧĂВАШЛА!
Валери ТУРКАЙ.