Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑвашсен диктантне ҫырӗҫ. Кӑҫал йӑлана кӗнӗ акцие Чӑваш Енри Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халаллӗҫ.
Диктанта 13 сехетре ҫырма пуҫлӗҫ. Ӑна аудиторире е дистанци мелӗпе ҫырма май пулӗ.
Кӑҫал чӑваш халӑх ҫыравҫин Василий Алентейӗн хайлавӗнчи пӗр сыпӑк пулӗ.
Кӑҫал акци сӑн-сӑпатне суйланӑ. Вӑл – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан офицерӑн мӑшӑрӗ Кристина Егорова. Вӑл салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗ леҫме ҫӳрет.
Agabazar // 3888.49.7612
2025.04.16 03:36 | |
Чăваш мар çынсем те çырма пултараççĕ. | |
Agabazar // 2014.44.7899
2025.04.16 10:52 | |
Ятне «чăвашсен» тесе ыттисене пистеретпĕр.
Вырăс диктанчĕ те вырăссем валли çеç мар вĕт. | |
