Чӑваш Енре «Сӑра вӗретекенсен шкулӗ» ҫӗнӗ кадр проекчӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. Сӑра вӗретекенсене Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче икӗ программӑпа вӗрентӗҫ: «Хӑмла ӳстересси» тата Хӑмла ӳстерессинчи инжиниринг». Вӗренӳ кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланӗ. Предприятисем унта специалистсене тӗллевлӗ вӗрентме пултараҫҫӗ: заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ольга Кудрявцева пӗлтернӗ тӑрӑх: 5 ҫулта Чӑваш Енре хӑмла туса илмелли лаптӑка 2 пин гектар таран ҫитересшӗн. Ҫавна май «Агропродвижение» стратеги хатӗрленӗ. Кунсӑр пуҫне «Чӑваш хӑмли» грант пама пуҫласшӑн.