Шупашкарти арҫын лӑпкӑ кӑна пурӑннӑ. Тӑрук пӗр кунхине ун патне суд приставӗсем килсе 400 пин тенкӗ парӑма татмалли пирки асӑрхаттарнӑ. Арҫын ӑнланман: ара, вӑл нимӗнле кредит та илмен-ҫке-ха.
Ӗҫ-пуҫ вара ҫапла пулса тухнӑ иккен: 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ултавҫӑсем суя паспортпа усӑ курса ун ячӗпе икӗ банкра кредитсем илнӗ. Ҫапла парӑм пухӑнса та пухӑнса пынӑ.
Арҫын Ленин районӗн прокуратуринчен пулӑшу ыйтнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн материала полицие панӑ, унта вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.