Пенза облаҫӗнчи Неверкино районӗнчи Бикмурзино ялӗнче «Шурӑ ту» патӗнче чӑваш таврпӗлӳҫисен слечӗ иртнӗ. Ӑна Зинаида Чайко, Олег Жемчугов тата ял ҫыннисем тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. Ялти чӑвашсем хӑйсен культурипе йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшаҫҫӗ.
Слета Тольяттири, Чӗмпӗрти тата Шупашкарти таврапӗлӳҫӗсем килнӗ. Вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Михаил Щербаков «Илемь» туризм сукмакӗпе ертсе кайса ҫак вырӑн пирки каласа кӑтартнӑ. Слета пухӑннисем вырӑнти ватӑ ҫынсемпе калаҫнӑ, ӗлӗкхи йӑла-йӗрке пирки материал пухнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ӗлӗкхи юрӑсене юрланӑ.
Слет апатланупа вӗҫленнӗ. Сӗтел ҫинче чӑваш наци ҫимӗҫӗсем кӑна пулнӑ: салма яшки, 7 кӗрперен пӗҫернӗ пӑтӑ, хуплу, чӑкӑт, килте вӗретнӗ сӑра.
Agabazar // 3974.65.1028
2025.06.23 07:13 | |
![]() |
Тепĕр меслет — Юхма Мишши очеркĕсене вуласа (ну кăна шыраса çÿреме йывăртарах ĕнтĕ. анчах та чăвашла Википеди — алă айĕнчех).
Неверкино — Çăрттанлă, Бикмурзино — Пикмăрсаль.