Ыран, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта ретро-троллейбуспа ярӑнма май пулӗ. 1964 ҫулта линине тухнӑ ЗИУ-5 троллейбуспа хула тӑрӑх хӑйне евӗр экскурси ирттерӗҫ. Вӑл «Чукун ҫул вокзалӗ» чарӑнуран ҫула тухӗ, тек ниҫта та чарӑнмӗ, экскурси 2 сехете тӑсӑлӗ. Троллейбусра апат ҫиме юраманни пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
Экскурси тӳлевлӗ. Билет хакӗ — 200 тенкӗ, 7 ҫул тултарман ачасене — тӳлевсӗр. Билета малтан (8352) 44-29-84 телефон номерӗпе саккас туса хумалла.