Паянтан Чӑваш биеннали юлашки эрни пуҫланнӑ. Ҫавна май расписание улӑштарма йышӑннӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш академи драма театрӗн тата «Сверхновый» культура центрӗн алӑкӗсем куракансем валли уҫӑ пулӗҫ.
«Куравсемпе паллашма сире меллӗрех пултӑр тесе биеннален юлашки эрнинче хушма ӗҫ кунӗ туса хутӑмӑр», — пӗлтернӗ мероприятие йӗркелекенсем.
Куравсемпе медиатор тӳлевсӗр паллаштарӗ. Анчах малтан регистрациленмелле. Театра кӗме билет туянмалла. Унӑн хакӗ — 250 тенкӗ.