Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакан Ирина Антонова ватӑсем патне электроскутерпа каять.
Анатри Кумашка ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм социаллӑ ӗҫчен пулса тӑрӑшать. Ҫак ӗҫе вӑл нумаях пулмасть ҫеҫ кӳлӗннӗ-ха, иккӗмӗш уйӑх ҫеҫ ӗҫлет. Ҫуран утас вырӑнне хӗрарӑм электроскутер чӗртет.
Ку транспорта зарядкӑра 4-8 сехет тытнӑ хыҫҫӑн 65 километр таран каяйрать. Пӗр сехетре вӑл 40 ҫухрӑм таран кайма пултарать.