Алена Силпи пиллӗкмӗш хут анне пулнӑ. Ку хыпара эпир «Урал сасси» хаҫат халӑх тетелӗнче хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
«Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пирӗн ентеш, Авӑркас тӑрӑхӗнчи Юламан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Алена Силпи эстрада ҫӑлтӑрӗ пиллӗкмӗш ача ҫуратнӑ. Арҫын ача ирхине 7.54 сехетре ҫут тӗнчене килнӗ, унӑн йывӑрӑшӗ – 4210 грамм, ҫӳллӗшӗ – 56 см. Кун пирки юрӑҫ хӑйӗн социаллӑ ушкӑнӗсенче пӗлтернӗ», — хыпарланӑ «Урал сасси».