Паян Шупашкарта 13 ҫулти хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Ку инкек кӑнтӑрла Трактор тӑвакансен проспектӗнче пулнӑ.
ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота Камри» пӑрӑнма тӑнӑ чухне машинӑсем пуррипе-ҫуккине лайӑх пӑхман, ун ҫине «Форд» кӗрсе кайнӑ. Ҫапӑнсан «Камри» тротуар ҫине тухса кайнӑ та мороженӑй сутакан павильона пырса тӑрӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра унта 13 ҫулти хӗрача пулнӑ.
Телее, ача вӑйлӑ аманман, ҫапах ӑна тӗрӗслеме пульницӑна илсе кайнӑ.