Ку хыпара ҫак йӗркесен авторӗ ӑнсӑртран, халӑх тетелӗнчи хыпартан пӗлчӗ.
Тӗрӗссипе, хыпарӗ пачах урӑххи ҫинчен. Унта Лидия Филиппова ҫыравҫӑ Канаш районӗнчи Малтикас ялӗнче тӗрлӗ вӑрҫӑра пуҫ хунӑ ентешӗсене асӑнса та сума суса палӑк уҫни пирки хӑпартланса та хавхаланса пӗлтернӗ, ырӑ ӗҫе хутшӑннисене тав тунӑ. Пӗр предложенипе вара хӑйне «Малтикас ялӗн хисеплӗ гражданинӗ» ят панӑшӑн ентешӗсене тав тунӑ.
Лидия Филиппова — писатель, поэт, журналист, публицист, филологи наукисен кандидачӗ, Нестер Янкас премийӗн лауреачӗ. Унӑн литературӑри псевдонимӗсем: Амина Турхан, Алла Давыдова, Лида Ригель.
Канӑҫсӑр чунлӑ хастар тӑван чӗлхемӗршӗн, тӑван тӑрӑх аталанӑвӗшӗн, сумлӑ ентешсене тивӗҫлипе асра тытассишӗн чылай ӗҫ туса ирттерет.