Шӑмӑршӑ районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 55 ҫулти лесник вӑрман каснӑ.
Полицие трактор рулӗ умӗнче пулнӑ ҫынна тата трактор ҫинчи пассажирсене илсе пынӑ. Вӗсен йывӑҫ касма документсем пулман.
Арҫын 17 чӗрӗ тата хӑрнӑ 1 йывӑҫа касма хушнӑ. Ҫапла вӑл ҫутҫанталӑка ҫур миллиона яхӑн тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Халӗ вӑрманҫӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Йывӑҫ каснӑшӑн унччен ӑна икӗ хутчен явап тыттарнӑ, анчах ӑна пӗрех вӑрманта ӗҫлеме чарман.