Красноармейски округӗнчи Мӑн Шетмӗ ялӗнче тӗпленнӗ Власовсем ылтӑн туйне паллӑ тунӑ.
Вӗсем иккӗшӗ те «Мичуринец» колхозра ӗҫленӗ. Галина Васильевна тӗп агроном пулнӑ, Николай Иванович – механизатор. Мӑшӑр виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 7 мӑнукпа, 2 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Власовсем халӗ те хастар, общество ӗҫӗсене хутшӑнаҫҫӗ.
Ҫемье ҫирӗплӗхӗ мӗнре-ха? Вӑрттӑнлӑха уҫнӑ вӗсем: пӗр-пӗрне юратма, хисеплеме, пулӑшма, каҫарма пӗлнинче.