Ҫулла вӗҫленчӗ, ҫанталӑк вара ҫаплипех ҫуллахи пек ӑшӑ-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян кунӗпех уяр пулӗ, ҫӗрле тата ыран ирхине ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Ыран термометр 20-25 градус ӑшӑ кӑтартӗ.
Юнкун вара пӗлӗтленӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пуҫланӗ, ҫил вӑйланӗ, ҫавна май 11-13 градус ӑшӑ пек кӑна туйӑнӗ.
Канмалли кунсенче ҫумӑр ҫума чарӑнӗ, хӗвел тухӗ, 17-22 градус таран ӑшӑтӗ. Ахӑртнех, «карчӑк ӑшши» пуҫланӗ, вӑл авӑн уйӑхӗ варриччен тӑсӑлӗ.