Ҫӗмӗрле округӗнчи Тӑванкасра ЧР ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреатне, чӑваш литературоведне Георгий Федорова халалласа унӑн бюстне уҫнӑ.
Вӑл Канашри педучилище хыҫҫӑн шкулта ачасене 16 ҫул вӗрентнӗ. 1987 ҫулта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1997 ҫулта доктор диссертацине хӳтӗленӗ хыҫҫӑн И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ҫӗнӗ уйрӑм уҫнӑ.
Георгий Федоров – 250 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, монографисемпе вӗренӳ кӗнекисен, хрестоматисен авторӗ. Вӑл тӑван литературӑна та тӳпе хывнӑ: сӑвӑ-калав, романсем ҫырнӑ. Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗнче критика секцине ертсе пынӑ.
Бюста уҫнӑ чухне студентсем унӑн сӑввисене илемлӗ вуланӑ.