Чӑваш Ен правительстви Шупашкарти «Университет» микрорайонта православи храмне тумашкӑн ҫӗр уйӑрса панӑ. Хушӑва аван уйӑхӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. 7,3 пин тӑваткал метр лаптӑка Шупашкар тата Чӑваш Ен епрахине 2035 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курма панӑ.
Ҫапла ҫак микрорайонта та православи тӗнне ӗненекенсем валли храм пулӗ. Вӑл Лукин урамӗнче 9-мӗш тата 11-мӗш ҫуртсене хирӗҫ вырнаҫӗ.
Ваҫҫа Палюкӗ // 3000.76.3861
2025.10.02 10:01 | |
Хыпар чӑннипех те интереслӗ, анчах текстра йӑнӑш нумай. |