«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӑмӑршӑри «Магнит» лавккара чӑвашла мӗнле ҫырнине асӑннӑ телеграм-канала пӑхса тӑракан ҫын асӑрханӑ.
Космовский урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ федераци сечӗн лавккинче чӑвашла пач ӑнланмалла мар куҫарнӑ вывескӑсем вырнаҫтарнӑ.
«Тӗрӗссипе, паян Яндекс-куҫаруҫӑ та вырӑсларан чӑвашла ун пек тирпейсӗр куҫармасть. Саккуна пӑснине асӑрханӑ ҫынсем лавккасен сечӗн администрацине ҫыру ҫырнӑ», – тесе ҫырнӑ «Пуринчен малтан» телеграм-каналта.
Agabazar // 1838.54.6336
2025.10.02 22:01 | |
![]() |
Эпир вӗт ҫакна ҫыракансенчен ҫӳлерех тӑмастпӑр.
Кама хӑратан кулса? Никама та!!!
Тытаҫҫӗ те ак чӑвашла ҫырнӑ пеккине илсе пӑрахаҫҫӗ, ӑна тӗрӗсреххипе улӑштармӗҫ те — ҫакӑнпа «ӗҫ» вӗҫленет.
Вара пирӗн ҫине пысӑк телей йӑтӑнса анать.
Ҫавӑ кирлӗ и пире?