Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан, ҫак хуларах 18-мӗш лицейра 10-мӗш «б» класра вӗренекен Евгения Адушева маунтинбайк енӗпе иртнӗ Раҫҫей Кубокӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Геленджик хулинче иртнӗ, унта йывӑр та кӑткӑс трассӑсем ҫинче ҫӗршыври чи вӑйлӑ спортсменсем ӑмӑртнӑ.
Пирӗн ентеш 15-16 ҫулсенчи хӗрсемпе тупӑшнӑ. Евгения пуринчен те иртсе кайса финиша пӗррем ӗш ҫитнӗ. Ҫапла вӑл пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарма тивӗҫнӗ.
Паллах, ҫитӗнӳ ахаль пулмасть. Евгения Адушева ылтӑн медаль ҫӗнсе илес тесе нумай тӑрӑшнӑ, тренировкӑсенче сахал мар тар тӑкнӑ.
