Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче пӗр каҫхине арҫын вӑрҫма тапранса кайнӑ. Сывлӑх сиплев учрежденийӗнчи пакунлисене систерекен кнопка ӗҫлесе кайсан вырӑна Росгварди ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ.
Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи ирхи 3 сехетре пулса иртнӗ пӑтӑрмаха чарма пырса ҫитсен те арҫын лӑпланман, вӑл пульницӑри хуралҫӑна ҫапнӑ.
Харкашакан-ҫапӑҫакан арҫынна йӗрке хуралҫисем полици уйрӑмне илсе кайнӑ.