Чӑваш Енри блогерсем Пӗтӗм Раҫҫейри «ТопБЛОГ» проект финалне лекнӗ. Халӗ унта хутшӑнма хатӗрленӗҫҫӗ – вӑл юпа уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче Калининград облаҫӗнче иртӗ.
Финала пӗтӗмпе 150 ҫын лекнӗ. Ҫак йышра пирӗн ентешсем те — Наталия Матвеева тата Екатерина Владимирова. Наталия – педагог тата психолог, Канашри шкулта биологи предметне вӗрентет. Унӑн соцсетьри страницине 12 пин ытла ҫын ҫырӑннӑ. Екатерина та педагогика енӗпе ӗҫлет – хӑйӗн блогӗнче ҫамрӑк учительсене пулӑшасси, культура эткерлӗхне упрасси пирки каласа кӑтартать.