Калмӑк Республикинче пурӑнакан пирӗн ентеш Петр Леонтьев 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн сюжетӗнче пӗлтернӗ.
Вӑрҫӑ ветеранӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи (халӗ — Шупашкар районӗнчи) Шорти Марка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
1943-мӗш ҫулта вӑл салтак атти тӑхӑннӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӗве Берлинта кӗтсе илнӗ.
Петр Леонтьев Сталинград ГЭСне тунӑ ҫӗрте те тӑрӑшнӑ, Элистари нимӗҫсем аркатнӑ университет ҫуртне юсама та хутшӑннӑ. Унтах ҫемье ҫавӑрса пӗр ывӑл ура ҫине тӑратнӑ.