Паян Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗн пуҫлӑхне Алексей Иванова тытса чарнӑ. Ӑна УК-н 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (должноҫпе усӑ курнӑшӑн) тата 289-мӗш статйипе (усламҫӑ ӗҫӗпе саккунсӑр майпа хӑтланнӑшӑн) килӗшӳллӗн айӑпласшӑн. Куншӑн тӗрмене 7 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ.
Палӑртмалла: 35-ри Алексей Иванов Ҫӗрпӳ округне 2022 ҫулхи раштавран ертсе пырать. Унччен Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ.