Туркменистан хӗрӗ Чӑваш Енре аслӑ пӗлӳ илнӗ те кунтах кардиологра ӗҫлеме юлнӑ. Вӑл
Ширин Мухаммедова ятлӑ. Хӗр чӑваш чӗлхине те вӗренме тытӑннӑ.
Ширин амӑшӗн ҫулне суйланӑ, пурнӑҫне медицинӑпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн Республикӑри кардиодиспансера ӗҫе вырнаҫнӑ.
Чӑваш Ен уншӑн иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ. «Чи ҫывӑх тусӑм – чӑваш. Ҫапла эпӗ те чӑваш чӗлхине ӑнкарма тытӑнтӑм. Чылайӑшӗ эпӗ туркмен пулнине пӗлмест, чӑваш тесе шухӑшлать»,
— ҫапла пӗлтернӗ Ширин.